Напоминание

Дороже здоровья нет ничего


Автор: Максимова Галина Николаевна
Должность: Учитель чувашского языка и литературы
Учебное заведение: МБОУ "Савгачевская СОШ"
Населённый пункт: село Савгачево
Наименование материала: Проект
Тема: Дороже здоровья нет ничего
Раздел: среднее образование





Назад




Сĕнтĕрвăрри районĕн çамрăксен политикипе вĕренÿ пайĕ

ИКТ усă курса хатĕрленĕ урок

Тема:

«Сывлăхран хакли çук»

(

И. Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх)

(проект технологийĕпе усă курни)

Автор:

Хуракассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ

паракан вăтам шкулта чăваш

чĕлхипе литератури вĕрентекен

Васильева Ирина Альбертовна

Хуракасси - 2008

Предмет: чăваш литератури, произведение пĕтĕмлетмелли урок

Тема: «Сывлăхран хакли çук» (И. Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн

тунă» калавĕ тăрăх)

Вăхăт: 1 урок

Класс: 7-мĕш класс

Аннотаци:

Урока Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă»

калавĕ тăрăх йĕркеленĕ. Урокра ачасем И. Ивановăн литературăри вырăнне, ĕçĕ-хĕлĕн

пĕлтерĕшне хаклаççĕ. Калаври сăнарăн пурнăçне тишкерсе вĕренекенсем çыншăн чи хакли

мул мар, сывлăх пулнине палăртаççĕ. Çакна çирĕплетме урокра ушкăнсемпе ĕçлесе «Мул е

сывлăх хаклăрах?» темăпа проект тăваççĕ. Çавăн пекех шухăша пĕтĕмлетме синквейн

йĕркелеççĕ, хайлав тăрăх ĕçлесе кирлĕ вырăнсене тупса палăртаççĕ. Урок пуçламăшĕнче

ачасем валли урок темине те, эпиграфне те палăртман. Пĕтĕм ĕçсене пурнăçласа

вĕренекенсен хăйсен урок темипе эпиграф патне çитмелле, сывлăх хăй чи пысăк мул пулнине

çирĕплетмелле.

Урок конспекчĕ

Тема: «Сывлăхран хакли çук» (И. Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн

тунă» калавĕ тăрăх)

Тĕллевсем: 1. И.Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă» калавĕ тăрăх

пĕтĕмлетÿ тăвасси;

2. Пурнăçра мул мар, сывлăх хаклă пулнине ăнлантарасси;

3. Ачасене хăйсен шухăшĕсене пĕчĕк проектпа усă курса çирĕплетме

хăнăхтарасси;

4. Ушкăнпа ĕçлеме, кашни хăйĕн шухăшне палăртма пултарнине аталантарасси.

Урок тĕсĕ: хайлава пĕтĕмлетмелли урок

Словарь ĕçĕ: мул, имсĕр-сумсăр, çÿлĕк, чухлама кирлĕ

Эпиграф:

Сывлăх – пуянлăх

(ваттисен сăмахĕ)

Урок йĕрки

I.Класа йĕркелесси

II.Тĕллевсемпе паллаштарни

-Паянхи урокра эпир Игнатий Ивановăн «Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă»

калавне тишкерĕпĕр. Текстпа ĕçлесе, сăнарăн ĕçне-хĕлне пăхса туса пурнăçра мĕ чи хакли

пулнине пĕтĕмлетĕпĕр. Шухăша çирĕплетме ушкăнсемпе ĕçлесе проект тăвăпăр.

III.Темăпа ĕçлени

1. Темăпа эпиграфа палăртман, мĕншĕн тесен вĕсене ачасем урок вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ туса

палăртаççĕ. (1-мĕш слайд)

- урок темипе эпиграфне палăртман, мĕншĕн тесен вĕсене урок вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ тунă

хыççăн палăртатпăр. (тетрадьсем çине число, хайлав ятне çырса хураççĕ)

2. И.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен кĕскен каласа пани (2-мĕш слайд, 3-мĕш

слайд)

3. Словарь ĕçĕ (4-мĕш слайд) (тетрадь çине çырса пыраççĕ)

мул – пуянлăх, укçа

имсĕр-сумсăр хытă çын – питĕ хытă

çÿлĕк – полка

чухлама кирлĕ – ăнланмалла, виçене пĕлмелле

4. Калав содержанийĕпе ĕçлени: (5-мĕш слайд)

-Калавра кам çинчен пĕлтĕмĕр?

-Вăл мĕнле пурăннă? (107 страницăн аялтан иккĕмĕш абзатĕнче унăн пурнăçĕ пирки

пĕтĕмлетсе каланине тупмалла)

-Кăмăлĕпе мĕнле çын пулнă-ха вăл?

-Хăйĕн хĕрĕсене юратнă-и?

-Ыйткалакансемпе хăйне мĕнле тытнă?

-Ял çыннисемпе мĕнле хутшăннă?

-Турă пирки мĕн калать?

-Çакăн пек никама та хисеплемен, юратман çын пурнăçĕ йĕркеллĕ, телейлĕ пулма

пултарать-и?

-Йĕçтук вилнĕ хыççăн унăн çемйи йĕркеллĕ пурăнать-и?

Кану саманчĕ. Пирĕн сывлăх çинчен нихăш самантра та манмалла мар. Урокра ларнă

чухне те. Урок вăхăтĕнче пирĕн куç та ывăнать, шăм-шак та.

Куç валли: (чÿрече еннелле çаврăнса) Куçа хупмалла, ăшра 1-4 шутламалла, куçа

уçмалла, аяккалла пăхса 1-6 шутламалла. 4-5 хут тумалла.

Шăм-шак валли: чечек ÿснине, хĕвел патнелле туртăннине туса кăтартмалла.

5. Проект пурнăçлани (6-мĕш слайд) (кашни ушкăна ятарласа хатĕрленĕ хутсем)

-Мĕнле шутлатăр, çынна пурнăçра мул кирлĕ-и?

Халĕ эпир сирĕнпе пурнăçра мĕн хаклăрах пулнине пĕлме пĕчĕк проект тăвăпăр. Мĕн вăл

проект?

Эпир хамăр ума тĕллев лартатпăр, çав тĕллеве тĕп ыйтупа палăртатпăр. Унтан çав

тĕллеве пурнăçлама мĕн-мĕн тăвассине йĕркипе çырса тухатпăр, урăхла каласан, задачăсем

лартатпăр. Унтан çак тĕллевпе мĕнле пĕтĕмлетÿ патне çитнине палăртăпăр.

Пĕтĕмлетÿ патне çитмешкĕн пур ушкăн валли те тĕп ыйту

:

«Мул е сывлăх хаклăрах?»

Проблемăллă ыйтусем

1 ушкăн:

Çыннăн мул пултăр тесен мĕн тумалла?

2 ушкăн:

Çыннăн сывлăх пултăр тесен мĕн тумалла?

3 ушкăн:

Çыннăн сывлăх та пур, мул та пур – вĕсемпе мĕнле усă курмалла?

(тĕслĕхрен: 1-мĕш ушкăнăн тĕллев – мул пухасси. Çакна пурнăçлама эсир мĕн-мĕн

палăртатăр. Анчах Йĕçтук тĕслĕхне шута илмелле (мулĕ пур – сывлăхĕ çук). 2-мĕш ушкăнăн

сывлăхлă пулма укçа та кирли пирки манмалла мар.)

7. Синквейн туни (7-мĕш слайд) (Тетрадь çине çырса пыраççĕ)

Мĕн вăл синквейн? Синквейн – пилĕк йĕркеллĕ сăвă, анчах унта эпир рифмăсемпе,

ритма усă курмастпăр, шухăша кашни йĕркере тĕрлĕ пуплев пайĕпе палăртатпăр.

Пĕрремĕш йĕрке – япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, тема. Мĕн çинчен калаçрăмăр эпир

паян? (Сывлăх)

Иккĕмĕш йĕрке – икĕ паллă ячĕ. Сывлăх мĕнле пулмалла? Мĕнле вăл пирĕншĕн?

(Çирĕп, хаклă)

Виççĕмĕш йĕрке – виçĕ глагол. Сывлăх пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине

мĕнле глаголсемпе палăртатпăр? Сывлăх мĕн тăвать? (Пулăшать, çирĕплетет,

аталантарать)

Тăваттăмĕш йĕрке – тăватă сăмахран тăракан каларăш, ваттисен сăмахĕ. Маларах

каланисене шута илсе мĕнле ваттисен сăмахĕпе усă курма пулать? (Сывлăхран хакли нимĕн

те çук)

Пиллĕкмĕш йĕрке - япала ятĕнчен пулнă пĕр сăмах, вăл пĕрремĕш сăмахĕпе çыхăнать,

пĕтĕмлетÿ пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх хăй мĕн вăл пирĕншĕн? (Мул, пуянлăх)

Сывлăх

Çирĕп, хаклă

Пулăшать, çирĕплетет, аталантарать

Сывлăхран хакли нимĕн те çук

Мул (пуянлăх)

IV.Пĕтĕмлетÿ.

1.Апла пулсан, мĕн хаклăрах пурнăçра?

Пĕтĕмлетĕве çирĕплетме калаври йĕркесене тупатпăр. (8-мĕш слайд)

1 ушкăн – калав пуçламăшĕнче

2 ушкăн – калав варринче (108 стр.)

3 ушкăн – калав вĕçĕнче

2. Урок темипе эпиграфне палăртни (9-мĕш слайд)

V. Ачасен ĕçне хаклани

VI.Киле ĕç. Пĕр-пĕр ваттисен сăмахĕ илсе пурнăçпа çыхăнтарса хайлав çырмалла

Тĕп ыйту:

«Мул е сывлăх хаклăрах?»

Проблемăллă ыйту

: «Çыннăн мул пултăр тесен мĕн-мĕн тумалла?»

1.

2.

3.

4.

5.

Тĕп ыйту:

«Мул е сывлăх хаклăрах?»

Проблемăллă ыйту

: «Çыннăн сывлăх пултăр тесен мĕн-мĕн тумалла?»

1.

2.

3.

4.

5.

Тĕп ыйту:

«Мул е сывлăх хаклăрах?»

Проблемăллă ыйту

: «Çыннăн сывлăх та пур, мул та пур – вĕсемпе мĕнле усă курмалла?»

1.

2.

3.

4.

5.



В раздел образования